Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕ

Çĕнĕ оборудованипе пуянланнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем ĕнесемпе пушмак пăрусем нумай усраççĕ, çакна шута илсе искусствăлла майпа йăхтарма выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцие çак кунсенче мобиллĕ пункт килнĕ. Сăмах май, республикăра ун пекки - 10. Кăçалхи март уйăхĕнче вĕсене йĕркелесе яма республика бюджетĕнчен "Чăваш Республикинчи ял хуçалăхне аталантарас, ял хуçалăх продукцин, апат-çимĕç рынокне йĕркелес" программăн "Чăваш Республикинчи ветеринарие аталантарас" çум программинчи "Эпизоотие хирĕçле мероприятисене ирттересси" мероприятин "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсенчен асăрханас тата ликвидацилес" тĕп мероприятийĕпе килĕшỹллĕн укçа уйăрнă.

Выльăхсене искусствăлла майпа йăхтаракан комплекта "Лада Нива Травел" çăмăл автомашина, тĕрĕс диагноз лартма УЗИ сканер, Дьюар савăчĕ, ветеринари отчечĕсене валли ноутбук, техник-осеменатора кирлĕ япаласене пухнă чăматан кĕрет.

 Хальхи вăхăтра районта ĕне-выльăха искусствăлла майпа йăхтарассипе 14 пункт ĕçлет, унтан çиччĕшĕ - патшалăх ветеринари учрежденийĕ çумĕнче. Çулталăк пуçланнăранпа патшалăх ветеринари учрежденийĕ çумĕнчи пунктра 411 ĕнене пĕтĕлентернĕ. Паяна йăхтарнăшăнă 1500 тенкĕ тỹлемелле.

- Çĕнĕ оборудовани ветеринари службишĕн тĕрев пулса тăрать, малашне халăх ыйтăвне çийĕнчех пурнăçлама, служба ĕçне хăвăртлатма май парать, - тет выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ Петр Ефимов.

(Хамăр корр.)

Авангард



13 июля 2021
15:55
2021 год
Поделиться