Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕ - Мускаври студентсен куçĕпе

ПАТĂРЬЕЛ районĕ хăнасене яланах тарават. Çак кунсенче çеç район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов çамрăк делегаципе - М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн географи факультечĕн студенчĕсемпе - тĕл пулнине "Авангард" хаçатра пĕлтернĕччĕ. Çамрăксем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсем мĕнле аталаннипе, демографи лару-тăрăвĕпе тата ытти ыйтупа та кăсăкланса Патăрьел, Туçа, Шăнкăртам, Первомайски, Ишлĕ ял тăрăхĕсене çитнĕ, пĕрлех халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе те паллашнă.

Çĕршывăн тĕп хулинчи аслă шкулта вĕренекен студентсем Патăрьел районĕ республикăри ытти районсенчен чылай енĕпе - ĕçченлĕхĕпе, халăхăн пурнăçне хăтлăлатассипе, çынсем капмар та хăтлă çуртсем тăвассипе, нумай нациллĕ халăх килĕштерсе пурăннипе тата ыттипе те уйрăлса тăнине, малашне хăйсен диплом ĕçĕсем валли пуян материал пухнине палăртнă.

Авангард



09 июля 2021
09:37
2021 год
Поделиться