Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лару-тăру сыхăлăха хавшатма май памасть-ха

  УСАЛ утпа çỹрет тенĕ евĕр, коронавирус чирĕ çуллахи ăшă куна пăхмасăр сарăлса пынине кура вăл никама та сыхăлăха хавшатма памасть-ха. Унтан хỹтĕленмелли йĕркесене çирĕп пăхăнни, çав вăхăтрах прививка тутарни иммунитета вăйлатса лару-тăрăва лайăхлатма çеç пулăшать. Ку тĕлĕшпе районта çак ыйтăва кашни кунхи тимлĕхрен кăлармаççĕ, мобильлĕ ушкăнсем суту-илỹ точкисенче, обществăлла апатлану предприятийĕсенче пулса маска режимне, Роспотребнадзор ыйтакан санитарипе гигиена йĕркине мĕнле пăхăннине тăтăшах тĕрĕслени, районти социаллă хỹтлĕх центрĕн сотрудникĕсем ватăсен сывлăхне сыхлас тĕлĕшпе прививка тутарни çеç сывлăха хавшама паманни пирки ăнлантарни тата ытти те усал чир сарăласран асăрханассипех çыхăннă.

–Манăн çулсем - манăн пуянлăх. Эпĕ тăххăрмĕш теçеткене ваклатăп пулин те, сывлăхран хама начар туймастăп-ха. Кашни ир уçă сывлăшра утатăп, пушă вăхăтра хам валли алă ĕç те тупатăп. Коронавирус чирĕнчен хỹтĕленсе вакцина яртарнă хыççăн та сывлăх хавшанине туймарăм, - каласа парать Кзыл Чишмари ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче хỹтлĕх тупнă Василий Шайдуков ĕç ветеранĕ.

Авангард



09 июля 2021
09:44
Публикации
Поделиться