Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисепе тивĕçнĕ

Професси уявĕ умĕн Елчĕк почтамчĕн Патăрьел районĕнчи çыхăну уйрăмĕсенчи çак ĕçченсем ĕçри çитĕнỹсемшĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвне тивĕçнĕ:

 - Алманчăри почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Валентина Михайловна Иванова "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотине;

- Пăлапуç Пашьелĕнчи почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Валентина Владимировна Храмова "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп грамотине;

- Анат Туçари почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Раиса Вячеславовна Крысова "Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн федерацин почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Тав çырăвне;

- Анат Туçари почта çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Надежда Владимировна Перепелкина Раççей çыхăну ĕçченĕсен профсоюзĕн Чăваш Республикинчи организацийĕн Хисеп грамотине.

Патăрьел районĕнчи çыхăну уйрăмĕсенче вăй хуракансене, çавăн пекех почта ветеранĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн тав туса професси уявĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлапăр. Почта сфери малашне те аталану çулĕпе сулмаклă утăмсемпе утасса шанса çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, телей тата ăнăçусем сунатпăр.



09 июля 2021
09:47
2021 год
Поделиться