Юбилейлă туй ячĕпе - ăшă салам сăмахĕсем!

РАЙОН администрацйĕн ЗАГС пайĕ кашни уйăхрах 50, 55, 60 е ытларах çул пĕрле пурăнакансене юбилейлă туй ячĕпе саламлать. Июль уйăхĕнче çак сăлтавпа хисеплĕ пилĕк мăшăра пысăк паллăпа ăшă салам тата парне çитерĕç. Ульяновкăри Валерий Александровичпа Лидия Георгиевна Васильевсем, Первомайскинчи Василий Степановичпа Мария Егоровна Лукинсем, Ыхра Çырминчи Миннеравиль Минехалимовичпа Рузалия Зинетзяновна Салеевсем ылтăн туйне паллă тăвĕç. Виçĕ çемье те пилĕкшер ача çитĕнтерсе вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Шăнкăртамри Минсагир Касыймовичпа Саниябену Сабирулловна Яфизовсем 55 çул (изумруд туй), Çĕнĕ Ахпỹртри Иван Васильевичпа Вера Ивановна Еллинсем 60 çул (бриллиант туй) пĕрле пурăнаççĕ. Икĕ мăшăр та виçшер ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Авангард



06 июля 2021
09:33
2021 год
Поделиться