Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшса ĕçлеççĕ, малтисен ретне кĕреççĕ

Республикăра çулленех "Агро-100" клуба кĕме тивĕçнисене палăртаççĕ. 10 çул ытла йĕркелекен ырă йăлана кăçал та малалла тăсрĕç.

Мероприятие ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политикин, агропромышленность комплексĕн тата экологи комитечĕн председателĕ Сергей Павлов, "Россельхозбанк" акционерсен пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕн çумĕ Денис Константинов тата "Россельхозбанк" пĕрлешĕвĕн регионти филиалăн директорĕ Ирина Письменская, Шупашкарти аграри университечĕн ректорĕ Андрей Макушев, "Агро-Инноваци" хысна учрежденийĕн директорĕ Николай Васильев, ял хуçалăх предприяти-организаци ертỹçисем, "Агро-100" клуб членĕсем, АПК ветеранĕсем тата ыттисем те хутшăннă.

Чăваш Енри ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче пынă 2020 çулхи ĕçлĕ тупăшусен пĕтĕмлетĕвĕпе районти 6 хуçалăх асăннă клубăн дипломĕсене тивĕçнĕ. "Исток" çĕр ĕç фирми - 13-мĕш, "Авангард" тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн "Патăрьел беконĕ" филиал - 17, "Батыревский" пĕрлешỹ - 35, "Красное Знамя" ЯХПК - 66, "Труд" хуçалăх - 75, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ 85-мĕш вырăнсене йышăннă.

О. ПАВЛОВА

Авангард



06 июля 2021
09:36
2021 год
Поделиться