Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Центр работникĕсем - ватăсен сывлăхĕшĕн

РАЙОНТИ социаллă хỹтлĕх центрĕн ертỹçи Анисия Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра вĕсен сотрудникĕсем 60 çултан аслăрах кашни ватă патне çитсе коронавирусран хỹтĕленме вакцина тутарни çеç пулăшни, ыттисемшĕн хăрушлăха сирни пирки ăнлантарма тăрăшаççĕ. Центр ĕçченĕсем 715 çынпа çакăн пирки куçа-куçăн калаçнă, прививка кашнийĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕслĕхсемпе ĕнентернĕ. Курса калаçнисенчен 174шĕ вакцинациленме хатĕр пулнине пĕлтернĕ. Çак кунсенче çеç Кзыл Чишмари ватăсемпе инвалидсен çуртĕнче пурăнакансем, кунти работниксем те коронавирусран прививка тутарнă.

Авангард



06 июля 2021
09:32
2021 год
Поделиться