Телейлĕ çул пултăр пурне те ялан

РФ ШĔМĕн çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ çак кунсенче 85 çул тултарать. 1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕнче Халăх Комиссариачĕсен Канашĕн Постановленийĕпе килĕшỹллĕн "СССР НКВД рабочипе хресчен милицийĕн тĕп управленийĕн патшалăх автомобиль инспекцийĕ çинчен" положение çирĕплетнĕ. Çакăнтан пуçласа çул çинчи йĕркелĕхе сыхлас тĕллевпе ятарлă служба ĕçлеме пикеннĕ.

Раççей, Чăваш Ен çул çỹрев автоинспекцийĕпе пĕрлех районти ГАИн те хăйĕн историйĕ, пуçламăшĕ пур. Архивра упранакан материалсенчен, ветерансен аса илĕвĕсенчен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çул çинчи хăрушлăха сирекен инспекци 1959 çултан пуçланса кайни, пĕрремĕш автоинспектор Бикин хушаматлă (ячĕ ниçта та çырăнман) çын пулни паллă. Ун хыççăн районти ГАИ начальникĕсем çаксем пулнă: Ф. Майрин, А. Степанов, Н. Поляков, Ф. Урмаков, А. Купташкин, А. Петров, Н. Рубцов, 2020 çулхи сентябрĕн 20-мĕшĕнчен РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайне Алексей Мальцев ертсе пырать.

Çăмăл мар службăра чи нумай ĕçлекен ветерансенчен пĕри Чăваш Республикин автотранспортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, милици майорĕ Федор Урмаков. Районти йĕрке хуралĕнчи çул-йĕр инспекцийĕнче вăл 30 çула яхăн ĕçленĕ, вĕсенчен 18 çула яхăн ГАИ начальникĕнче тăрăшнă. Федор Николаевич аса илнĕ тăрăх патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕнче районти çул çинчи куçăма йĕркелесе тăма малтан пĕр "Жигули" пулнă. Каярахра инспекторсене икĕ мотоцикл панă. Сăмах май каласан, ГАИ начальникĕ хăй те малтан мотоциклпах çỹренĕ.

- Раççейри, Чăваш Енри, районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн историйĕнче тĕрлĕрен улшăнусем пулсах тăчĕç. ГАИ ĕçченĕсен тивĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çумăр çăвать, е çил-тăман, хĕвел хĕртсе пăхать е ăмăр çанталăк - вĕсем службăра, постра хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ. Районта йĕркелекен тĕрлĕрен мероприяти те пакунлисемсĕр иртмест. Çав вăхăтрах халăх хушшинче, шкул ачисен коллективĕсенче пулма, вĕсемпе калаçусем ирттерме те вăхăт тупмалла. Сăмах май каласан, эпĕ ГАИ начальникĕнче ĕçленĕ вăхăтра Кивĕ Ахпỹртри шкулта йĕркелесе янă "Çамрăк инспекторсен" ушкăнĕ тупăшура мала тухнăччĕ. Вĕсен унччен те, халĕ те республикăра кăтартуллисен шутĕнче пулни питĕ кăмăллă. Çакă, паллах, чăн малтанах çул-йĕр инспекторĕсен "çимĕçĕ" тесе хаклас килет,- аса илчĕ çăмăл мар служба вăхăтĕнчи хăш-пĕр саманта полици ветеранĕ.

Паян ГИБДД сотрудникĕсем техника вăйлă аталаннă тапхăрта ĕçлеççĕ пулин те пакунлисенчен яваплăха та, теветкеллĕхе те никам та сирмен. Професси ăсталăхне ỹс- терсе пырасси, аварисен шутне чакарасси, çул çинче çынсен культура шайне ỹстерес- си вара яланхи пекех паянхи йышăн тĕп тĕллевĕ.

- Хальхи вăхăтра пирĕн пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тума тивет. Чĕрĕк ĕмĕр каялла районти ГАИ сотрудникĕсен йышĕ 30 ытла та пулнă (Шăмăршăри ГАИ посчĕ те унтах кĕнĕ). Паян вара Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çул çинчи йĕркешĕн яваплă 10 инспектор ĕçлет, вырăнсене тухса çỹреме виçĕ автомашина пур. Вĕсем çинче пурин те видеорегистраторсем ỹке- реççĕ. Коллективра çамрăксем йышлă. Çапах та ветерансем ырă канаш-сĕнỹ пани питĕ кирлĕ. Вĕсен канашĕсене яланах шута илетпĕр, йывăрлăхсене ушкăнпа çĕнтерсе пыратпăр. Уяв умĕн служба ветеранĕсене пурне те чун-чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Малашне те пĕрлехи вăй пире çĕнĕ çитĕнỹсем тума пулăшĕ,- терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ Алексей Мальцев.

А. ЕГОРОВА

Авангард



05 июля 2021
16:25
2021 год
Поделиться