Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çунатлă çамрăклăх

Раççей çамрăкĕсен кунне халалласа Патăрьелĕнчи тĕп площадьре "Çамрăклăх ятлă планета" уяв иртрĕ. Унта хутшăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ентешлĕхĕн председателĕ, Раççейри пурăнмалли коммуналлă хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикинчи тивĕçтерỹ сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе СССР спорт мастерĕн кандидачĕ, район чемпионĕ Александр Миронов, "Чăвашгосснаб" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Валерий Антонов саламларĕç.

"Çамрăклăх çулĕсем - кашни çын пурнăçĕнчи илемлĕ вăхăт. Шăпах çитĕнекен ăрура пирĕн пĕчĕк çĕршывăн малашлăхĕ, унăн аталанăвĕ, аслă ăрăвăн шăпи.

Çамрăклăх кашни муниципалитет пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Юхма ен каччисемпе хĕрĕсенче хастар гражданла позици палăрать. Пурнăç интересĕ ỹссе пырать вĕсен. Тивĕçлĕ пĕлỹ илессишĕн ăнтăлаççĕ. Хăйсен умне тĕллевсем лартса пурнăçа кĕртме пултараççĕ.

Аслă ăрурисен тĕслĕхĕ, опычĕ, ăсĕ сире пурнăçра хавхалантарса пытăр. Çынсемшĕн, тăван районшăн тăвакан ырă ĕçсен эстафетине сирĕн тытса пымалла пулать",- терĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

Хастар çамрăксен чыславĕ те пулчĕ уявра. "Çамрăк лидерсен команди" республика конкурсĕн финалти тупăшăвне хутшăннă Э.Феизов профессор ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкул вĕрентекенне Чулпан Ишмуратовăна диплом пачĕç. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Татьяна Ильина социаллă педагог "Сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă мероприятисене йывăр шăпаллă лару-тăрура ỹссе çитĕнекен ачасене явăçтарассин чи лайăх практики" социаллă пĕлтерĕшлĕ проектра çĕнтернĕшĕн диплома тивĕçрĕ.

Çитĕнỹ патне тăрăшуллă ĕçпе çул хывнисене те палăртмасăр хăвармарĕç. 48 выпускник аттестатсăр пуçне хăйсен пĕрремĕш медальне - "Вĕренỹри курăмлă çитĕнỹсемшĕн" - илчĕ.

Çавăн пекех "МолГород-2021" регион аталанăвĕн тата "Атăл çинчи республика" форумĕсене хутшăннисене Тав çырăвĕсем пачĕç.

Çамрăк специалистсен професси маçтăрлăхне ỹс- терес, вĕсен статусне хăпартас, чи лайăххисене хавхалантарас тĕллевпе районта апрелĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 15-мĕшĕччен "Çулталăкри чи лайăх специалистсем-2021" конкурс ирттернĕччĕ. Вĕсене те чысларĕç.

Уяв программи юрă-ташăпа та пуян пулчĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



02 июля 2021
16:24
2021 год
Поделиться