Уй-хир хыпарĕсем

 Çулла ял çыннин канма вăхăт çук, пĕр ĕçĕ вĕçленичченех тепри пуçланать. Акса-лартса пĕтернĕ хыççăнах ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, çавăн пекех хушма хуçалăхра та çум курăкпа кĕрешме пуçларĕç. Уйрăм çынсем пахчари йăрансене алăпа çумласа тасатаççĕ пулсан хуçалăхсем хими препарачĕсемпе усă кураççĕ, чир-чĕртен им-çам сапаççĕ.

Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕр улми йăранĕсене 570 гектар хăпартнă е мĕн пур лаптăкăн 91,5 процентĕнче ĕçе вĕçленĕ.

Нумай çул ỹсекен курăксене те (9743 гектар) çулса пĕтернĕ. Халĕ техника пĕр çул ỹсекен курăка пухса кĕртессипе ĕçлет. Ĕнерхи куна ăна 250 гектар (11,3 процент) çулнă.

Выльăхсене валли 5140 тонна (49,8 процент планпа пăхнинчен) утă, 11995 тонна сенаж (56,4 процент) янтăланă.

Районта кĕрхи культăрусене акма çĕр 512 гектар хатĕрленĕ.



02 июля 2021
16:20
Публикации
Поделиться