Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çĕр çуллăха пуçларăмăр

 Патăрьелсем - Республика кунĕнче

 Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен хăйĕн тĕп уявне - Республика кунне - паллă турĕ. Уяв кунхине Шупашкарта массăллă мероприяти чылай иртнĕ. Акатуй кунхине тĕп хуламăрти "Амазония" этнокомплексра кашни район хăйĕн этнокультурипе, йăли-йĕркине кăтартакан "картишсем" хатĕрленĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ этнокомплекса çĕр ĕçченĕпе çыхăннă экспонатсене, материалсене пахалама тăратнă. Куракансемшĕн Патăрьелсем меслетпе, алă арманĕпе, кĕрпе хатĕрлени кăсăклă пулнă. Кунтах анатри чăвашсен кил-тĕрешри хăтлăхĕпе, йăли-йĕркипе те паллашма май пулнă.

Мĕн пур чăвашăн ака-суха хыççăнхи пĕрлехи Акатуйĕнче пирĕн районти творчество ушкăнĕсем - Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕ (ертỹçи Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин, аккомпаниаторĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никитин) гала-концертра, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Владимир Верликов ертсе пыракан купăсçăсен "Салам", Алманчăсен "Туслăх" ансамблĕсем "Раççей çăл куçĕсем" фестивальте хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

 (Хамăр кор.).

Авангард



29 июня 2021
09:06
Поделиться