Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял хавалĕпе, хастарсен тăрăшулĕхĕпе çул сарнă

ХАЛĂХ пĕрлĕхĕ кирек мĕнле ĕçре те пысăк вăй шутланать. Ушкăнпа тăрăшсан ырă улшăну пулатех. Кăçал шыв-шур типсенех Шăхач ялĕнчи хастарсем, ял-йыш Сигачинская урамри çула хăйсен вăйĕпе тикĕслесе сарма шутланă. Çак тĕллевпе ял тăрăхĕн депутачĕ Федор Ляпкин, Дениспа Андрей Ляпкинсем тата ыттисем те пĕр шухăшлă пулса чăн малтанах халăхран укçа пуçтарнă. Ял хăтлăхĕпе çыхăннă ыйтăва татса пама никам та хирĕçлемен, май пур таран ырă ĕçе кăмăлтан пая кĕме, кашнийĕ мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшнă. Çветтуй Троица уявĕ умĕн 400 метра яхăн çула халăх вăйĕпе, ыр кăмăллăхпа тирпейлесе пĕтернĕ. Малашне çак урама кĕрлĕ-çурлă çанталăкра та автомашинăпа çăмăллăнах кĕрсе тухма пулĕ. Шăхач ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лилия Кутузова Сигачинская урамри çула нимелле тирпейлес тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартнă ял-йыша чун-чĕререн тав тăвать, ырă пуçару ытти ĕçе те кар тăма хавхалантарасса шанать.

Аслă Чемен ялĕнче вара пуçару бюджечĕпе масар çинчи çурта тăвас ĕçе вĕçленĕ, куполне хăпартса хĕресне те вырнаçтарнă. Çак ялти çветтуй Василий ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Петр Федоров ăна сăвап- ланă.

Авангард



22 июня 2021
09:48
Хроника мероприятий
Поделиться