Чиртен вăйлăрах пулар

Çĕр çинчи кашни çынна паян коронавирус инфекцийĕ лекес хăрушлăх пур. Пандемие пула тĕнчере миллион ытла çын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Раççейре те кунсерен çывăх çыннисемпе, ĕçтешĕсемпе, тăванĕсемпе сыв пуллашакан сахал мар. Вакцина шутласа кăларсан хаштах сывласа яма пултартăмăр. Вилĕм тăшманне парăнтарма пулатех унпа. Коллективпах прививка тутарсан шиклĕх пачах та юлмасть. Иммунитет та лайăхланать. Хăв та чирлеместĕн. Килти, пĕр йышри çынсене вирус ертес хăрушлăх та çук.

Коронавирус ытти чирсем пурри патне часах çулăхма пăхать. Сахăр диабечĕ çирĕпленнисен уйрăмах сыхăлăх кирлĕ. Вĕсене каллех вакцинаци çеç хỹтĕлĕх пама пултарать. Çавăнпа та пĕр тăхтаса тăмасăрах прививка тутарма тăрăшмалла. Коронавируса пула пурăнас кун-çулĕ никамăн та ан татăлтăр.

 Вакцина яртарасси - минутлăх ĕç. Çакă сирĕн гражданла тивĕçе пурнăçлани те пулать. Чир ерес пулсан вара больницăсăр хăтăлаймастăнах. Çакăнтан пĕтĕмлетỹ тума тăрăшăр.

Патăрьелĕнчи врач амбулаторийĕнче иртнĕ эрнекун та 7 çын вакцина яртарчĕ. Иккĕмĕш хут прививка тутарма ĕлкĕрнисем 100 çын ытла та. Пĕри те пуç ыратнине, температура ỹснине каламаççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнисем вакцина яртарассине пачах та хирĕçлемеççĕ. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ĕçлекенсем пĕри те прививка тутарассинчен пăрăнса юлмарĕç.

А.Александрова терапевтпа медицина сестрисем килĕрен çỹрени те хăш-пĕрисен иккĕленĕвне сирме пулăшрĕ. Ноябрь уйăхĕнче 100 çул тултаракан А.Миронова ăнланулăхĕ пысăк пулни палăрчĕ. Пурнăçра терт-нушине сахал мар курнă-çке Анна Васильевна. Выçлăха та, сивве те чăтса ирттернĕ. Киле пырса прививка тутарнăшăн хĕпĕртет çеç. Педагогика ветеранĕ Г. Игнатьева та аслă çулхи çынсен чиртен прививка тутарсан çеç çăлăнса юлма май пулнине çирĕплетрĕ.

Мускавран хăнана тăванĕсем патне килнĕ М.Петров та пирĕн патăрта прививка тутарма май килнĕшĕн савăннине пытармарĕ.

- Вакцина яртарма килĕшекенсен йышĕ юлашки кунсенче тата та ỹсрĕ. Аякка канма каякансенчен прививка тутарни çинчен справка та ыйтаççĕ. Анчах ăна илес тесен 21 кун кĕтме тивет. Иккĕмĕш вакцинăна яртариччен шăпах çавăн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Çавăнпа та çула тухас тесен паян-ыран çак ĕçе пурнăçлама тăрăшмаллах,- тет врач амбулаторийĕн тухтăрĕ Алевтина Викторовна.

Н. ЗАЙЦЕВА, врач амбулаторийĕн медицина сестри

Авангард



22 июня 2021
09:54
Публикации
Поделиться