Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Арапуç тăрăхĕ :ырă ĕçĕсене, кăмăлне асра тытса

Аслă Арапуç тăрăхĕ :ырă ĕçĕсене, кăмăлне асра тытса

  Сител халăхĕ яланах хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăнă. Çак енсенчен ытларах ял-йышăмăра çынна пулăшма хатĕрришĕн, пĕр-пĕрне вышкайсăр сума сунишĕн, туслă пурăнма пĕлнишĕн, савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайланăшăн хисеплеççĕ.

  Кун пек маттур та пултаруллă ентешĕмĕрсене чысласа сума-сума та пĕлеççĕ ялта. Пиртен уйрăлса кайсан та ĕмĕр-ĕмĕр вĕсен ырă ĕçне, кăмăлне манмаççĕ. Акă Сителте шăпах нумай çул хушши Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутачĕ пулса тăрăшнă, пĕрмай халăха пулăшмашкăн ăнтăлнă Юрий Павлович Прискина хисеплесе, пархатарлă кун-çулне асра тытса унăн ячĕпе волейбол турнирĕ иртрĕ.    

  Волейбола юратакансене тата курма килнисене Аслă Арапуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Федоров çак пуçарушăн тав туса Юрий Павлович Прискин пек хастарсене манманнишĕн ырларĕ. Уяв ячĕпе саламласа ялшăн тăрăшакан маттурсене хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех спорта кăмăллакансене Патăрьел район депутачĕ Юрий Степанов, районти «Авангард» хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутачĕ Владимир Макаров тата Юрий Павловичан тăванĕсем саламларĕç, турнира килме вăхăт тупнишĕн мухтарĕç.

   Кăçалхипе виççĕмĕш çул иртекен ăмăрту пĕрле юлташĕсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем йĕркеленипе çÿллĕ шайра пулчĕ. Унта волейбол выляса виçĕ ушкăн ăмăртрĕç. Пурте çак спорта чунтан юратнине хĕрÿ тупăшура çирĕплетсе пачĕç. Çапла вара «Çĕнтерÿ», «Çамрăксем», «Ветерансем» ушкăнсем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене хăйсен хушшинче пайларĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе тата хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Куçса çÿрекен кубака «Çĕнтерÿ» ушкăн тивĕçрĕ.

    Палăртса хăвармалла турнирта шкул ачисем те пултаруллă вылярĕç. Çамрăк пулсан та аслă юлташĕсемпе пĕртан тупăшрĕç. Тăрăшулăхне кура вĕсене ятарлă призсемпе хавхалантарчĕç. Чи аслă та пултаруллă вылякан ята вара Феликс Козлов тивĕçрĕ.  

    Юлашкинчен турнира хутшăннисем ятарласа пĕçернĕ шÿрпепе сăйланчĕç, яланах çапла пĕрлĕхре пулмаллине çирĕплетсе ку ырă йылăна çулран çул аталантарса пымаллине палăртрĕç.

Фоторепортаж



21 июня 2021
10:21
Поделиться