Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Масар тирпейлĕхĕ хамăртан килет

Çветтуй Троица умĕнхи вилнĕ тăванăмăрсене асăнмалли кун умĕн ятарлă ушкăн ял тăрăхĕсенчи масарсене тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе вырăнсенче мĕнлерех ĕçленине пăхса тухнă.

Юлашки çулсенче Патăрьел район администрацийĕ çак ыйтăва пысăк тимлĕх уйăрать. Вырăнти ял тăрăхĕсенче те обществăлла инфратытăма аталантармалли пуçару бюджечĕн программипе килĕшỹллĕн сăваплă вырăна тирпейлĕ тытса тăрас, картасене юсас, çĕнетес, масар пỹртне тăвас тата ытти тĕлĕшпе те чылай ĕç туса пыраççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2017 çултанпа çак тĕллевпе 17 проекта (10 миллион тенке яхăнлăх) пурнăçа кĕртнĕ. Вăл шутра республика бюджетĕнчен 6 миллион тенкĕ. 2021 çулта программăн пĕрремĕш тапхăрĕнче 5 проекта (Пăлапуç Нурăс, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт, Еншик, Аслă Чемен ялĕсенче) пурнăçламалла.

Рейд ушкăнĕ районти 19 ял тăрăхĕнче те пулнă май ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнсенче пĕтĕмĕшле тирпейлĕ пулнине палăртнă.

- Халăх хутшăннипе тата меценатсен пулăшăвĕпе масарсемпе унăн таврашĕсене хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса пынине палăртмалла. Ырă пуçарăва малалла та тăсăпăр. Вилнĕ тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăна тирпейлĕ тытасси - пирĕн тивĕç, - палăртнă район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



18 июня 2021
11:35
2021 год
Поделиться