Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кепе юхан шыв таврашĕнчи хăтлăхшăн сасăланă

2021 çулхи апрелĕн 26-майăн 30-мĕшĕсенче çитес çул хăтлăх кỹме палăртнă общество территорийĕсемшĕн сасăлас тапхăр иртрĕ. Интернет уçлăхĕнче йĕркеленĕ сасăлава республикăри 160 пине яхăн çын хутшăннă. Портала Чăваш Енри 25 муниципалитетăн 75 дизайн-проектне вырнаçтарнăччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен ытларах пайĕ Патăрьел ялĕнчи Кепе юхан шыв таврашне хăтлăх кĕртессишĕн сасăланă. Чи нумай сасă пуçтарнă проектсемпе тĕплĕнрех za.qorodsreda.ru сайтра паллашма пулать.

Авангард