Ачалăх, ачалăх, килет савăнмалăх

Ачасен уявĕ районта кăçалхипе 16-мĕш хут иртрĕ. Ăна Раççейри Наука тата технологи, Чăваш Енри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕсене халалланă. Çавна май чуна çỹçентерекен куравсем те хатĕрленĕ. Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем М.Мадюкован "Сăр хĕрринче" пьесин пĕр сыпăкне выляса кăтартрĕç.

Шăнкăртамри вăтам шкулта вĕренекенсем А. Абитова ертсе пынипе тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калама ачаранах хăнăхаççĕ. Уява килнисене вĕсем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекенсем вăййа тухма чĕнчĕç.

Сăкăтри пуканесен театрĕ те тухнă уява. В.Кузнецова ертсе пыракан кружока çỹрекенсен репертуарта 17 спектакль. Пĕринчен тепри шăнăрлă вĕсем.

Патăрьелĕнчи искусство шкулне çỹрекенсен ăсталăхĕ те тĕрлĕ енлĕ. Мĕн кăна тума хăнăхмаççĕ кунта пĕлỹ пухакансем. Вĕтĕ шăрçапа, хĕреслĕ, лап вырттарса тĕрлеме, тăмран савăт-сапа ăсталама, турилккесене, вазăсене илемлетме, тĕрлĕ сăрăпа хитрелетсе ỹкерме тата ытти те. М.Шакиров художник ертсе пыракан уйрăма çỹрекенсем уява ỹкерчĕç. Маларахри ĕçĕсене те курава илсе тухнă çитĕнекен ăру. Унта Сăкăтри, Турханти, Шăнкăртамри филиалта ỹнер ăсталăхне алла илекенсен ỹкерчĕкĕсене те курма май пулчĕ.

Сарлака ман юратнă çĕршывăм. Унта тĕрлĕ халăх пурăнать пулин те пĕрлĕхре вăй. Кирек кама та алă тăсса пама пултаратпăр. Çакна волонтерсем те çирĕплетрĕç.

Уява Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен çамрăк армеецсен парачĕ уçрĕ.

14 çул тултарнисене Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова уяв ячĕпе саламларĕ. Аслисем ака-суха ĕçне пĕтĕмлетеççĕ пулсан, ачасем 2020-2021 вĕренỹ çулĕ вĕçленнине палăртаççĕ. Çитĕнĕвĕсем вĕсен те сахал мар. Тăрăшуллисене район, республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса мала тухнисене, вĕсен ертỹçисене грамотăсемпе, дипломсемпе чысларĕç. Уяв ячĕпе вĕсене çавăн пекех район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ П.Шашкин, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ Н. Андреев, республикăри ачасен прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйăн обшествăлла пулăшуçи С. Ибетова саламларĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем флешмоба чĕнчĕç. Уяв концерчĕ пулчĕ.

Кунĕ хĕвеллĕ те уяр тăчĕ. Ачасене савăк кăмăл парнелерĕ. Çитĕнекен ăру тĕрлĕ вăййа, конкурса хутшăнчĕ, хаваслă канчĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



18 июня 2021
11:28
Хроника информаций
Поделиться