Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Волонтерсем пур ĕçре те хастар

Июнĕн 1-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕ Александр Самылкин, волонтерсен "АГРОВЫБОР" обществăлла организаци правленийĕн председателĕ Надежда Сергеева пулнă. Вĕсем çавра сĕтел хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата унăн çумĕпе - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Виктор Львовпа, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕпе Ирина Рубцовăпа, районти АПК ветеранĕсен канашĕн председателĕпе Минегали Хафизовпа Юхмапа Пăла тăрăхĕнче волонтер куçăмĕн штабне туса хурасси пирки калаçнă.

Александр Самылкин Чăваш Енри аграри ветеранĕсем ял территорийĕсене аталантармалли проектсене реализацилес ыйтусемпе, çут çанталăка сыхлассипе, экологие лайăхлатассипе, ыр кăмăллăх шухăшĕсене сарассипе хастар ĕçленине палăртнă. Çавăн пекех вăл АПКра ĕçлекенсем волонтерсен "АгроВыбор" организацине йĕркеленине, унта районти ял хуçалăх ветеранĕсем те хутшăнма пултарнине каланă. Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи АПКан 5 ветеранĕ тата Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти агрокласра вĕренекенсем альянс йышĕнче пур.

(Хамăр корр.)

 

 

 

Авангард



04 июня 2021
20:24
2021 год
Поделиться