Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

Июнĕн 1-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ пилĕк ыйтăва пăхса тухрĕç. Патăрьел районĕнчи муниципаллă пурлăха 2021 çул валли приватизацилемелли прогноз планĕпе тата 2022-2023 çулсенче муниципаллă пурлăха приватизацилемелли тĕп енсемпе, куçакан пурлăха Патăрьел районĕнчи муниципаллă пĕрлĕхрен ял тăрăхĕсен харпăрлăхне парас ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, ял хуçалăх тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕн çумĕ Андрей Воробьев, пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне çирĕплетес ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов, награда ыйтăвĕпе район администрацийĕн тĕрĕслевпе йĕркелỹ тата вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Алина Ильина паллаштарчĕç. Депутатсем кашни ыйтупах тивĕçлĕ йышăнусем турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



04 июня 2021
20:19
Поделиться