Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Европа чемпионатĕнче палăрчĕç

Хусан хулинче кире спорчĕпе Европа чемпионачĕ иртнĕ. Унта Раççейри, Польшăри, Литвари, Латвири, Эстонири, Англири, Ирландири, Чехири, Венгрири 300 ытла ăста спортсмен хутшăннă.

Чемпионата Чăваш Республикин пĕрлештернĕ команди те явăçнă. Çав йышра Хирти Пикшикри 63 çулхи И. Махмутов та пулнă. Ильгизер 60-64 çулсенчи кире спорчĕн ветеранĕсем хушшинче пысăк кăтартусем туса чемпионатăн ылтăн медальне çĕнсе илнĕ. 85 килограмлă виçепе 16-шар килограмлă икĕ пукана вăл 113 хут çỹлелле çĕклеме пултарнă.

Пирĕн ентешĕн Борис Глинкинăн воспитанникĕ 68 килограмм ытларах виçерисемпе тупăшса 24 килограмлă кире пуканне 197 хутчен çĕклесе Чăваш Ен рекордне çĕнетнĕ. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă. Шупашкарсене çĕнтернĕ, Етĕрнесене выляса янă

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта 40 çул тата вĕсенчен аслăраххисен, çамрăксен командисем хушшинче футболла выляс енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ. Аслисен "Темп" команди Шупашкарсен "Энергия" ушкăнĕпе выляса 5:1 шутпа çĕнтернĕ. Çамрăксем ("БТВ-Патăрьел") Етĕрнесене 3:4 шутпа выляса янă.

 

Малта - Пыркинпа Краснов

Ульяновск хулинче чăвашсен Акатуйĕ иртнĕ. Унта лашасем те ăмăртнă. Патăрьелсем кунта та айккине юлман. Николай Пыркинпа Алексей Краснов "Эштон" тата "Победитель" рысакĕсемпе пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Фенил Земдиханов "Помпей", Альберт Хамбиков "Кофеин" учĕсемпе - иккĕмĕш вырăнсенче.

 

 Хастар кĕрешỹçĕ

Владимир хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешсе "Динамо" кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăрту иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Рамазан Тазетдинов хăйĕн виçе категорийĕнче çĕнтерỹçĕ пулнă.

А. ИВАНОВ

Аванагрд



04 июня 2021
20:22
Хроника мероприятий
Поделиться