Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Делегатсем суйланă, хастаррисене хавхалантарнă

Июнĕн 2-мĕшĕнче районти "Централизациленĕ клуб системи" культурăпа кану центрĕнче Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти конференцийĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ-"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

 Конференци ĕçне Патăрьел район пуçлăхĕ-районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, депутатсен "Пĕрлĕхлĕ Раççей" ушкăнĕн ертỹçи Николай Тинюков, "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ генеральнăй директорĕ Валерий Антонов хутшăннă.

Партин районти уйрăмĕнче 1265 член шутра тăрать. Май уйăхĕнче 52 пуçламăш уйрăмĕнче те пуху иртнĕ, район конференцине хутшăнма делегатсем суйланă.

Конференцин кун йĕркипе килĕшỹллĕн 2021 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта иртекен Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регионти уйрăмĕн ХХХI конференцине кайма партин вырăнти уйрăмĕн ĕç тăвакан секретарьне Наталия Алексеевана, Алманчă тата Ишлĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Владимир Киргизовпа Вячеслав Краснова делегата суйланă. Çавăн пекех конференцие регионти политканаш членĕ - Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Патăрьелĕнчи вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов та хутшăнать.

Конференцире "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти кандидачĕсемшĕн маларахри электронлă сасăлавра хастарлăх кăтартнă делегатсене партин вырăнти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



04 июня 2021
20:20
Поделиться