Аслă çулхи сцена ăстисем çĕнтерỹпе таврăннă

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕ республикăра чылай енĕпе палăрса тăрать. Патăрьелсем ĕçре те маттур, спортра та пултаруллă, сцена çинче те кăтартуллă. Акă, çак кунсенче çеç районти аслă çулхи пултарулăх ушкăнĕсем республикăра ирттернĕ (йĕркелỹçисем: республикăри халăх пултарулăх центрĕ тата "Раççей пенсионерĕсен пĕрлĕхĕн" регионти уйрăмĕ) "Чун юрланă чух" фестиваль-конкурсран çĕнтерỹпе таврăннă.

Фестиваль-конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи Анатолий Гаврилов ертсе пыракан "Чемен" тата Шăхачри "Умарина" (ертỹçи Н. Стефейкин) халăх фольклор ансамблĕсем III степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Районти тутар ялĕсенчи пĕрлештернĕ "Дуслык" ансамбль (ертỹçи Миндания Якушева) I степеньлĕ дипломант пулнă. "Хореографи" тата "Хор коллективĕ" номинацисемпе Пăлапуç Пашьелĕнчи ташă ушкăнĕ II степеньлĕ лауреат (ертỹçи Елена Иванова), ветерансен хорĕ вара (концертмейстерĕ Зот Степанов) диплома тивĕçнĕ.

 

 

Аванград



04 июня 2021
20:27
Хроника мероприятий
Поделиться