Аслă Чемен ял тăрăхĕ: ял масарĕ çинче черетлĕ субботник

Аслă Чемен ял тăрăхĕ: ял масарĕ çинче черетлĕ субботник

 Ялти чи таса та сăваплă вырăнсенчен пĕри масар шутланать. Çавăнпа та асăннă вырăнсене тасатса тирпейлесе тăрасси  -ял тăрăхĕнче пурăнакан  кашни çыннăн тивĕçĕ. 

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакансем маларах ял масарĕсем çинче субботниксем йĕркеленĕччĕ-ха.  Ял уявĕ çывхарса пынă май тасатас-тирпейлес ĕçсем малаллах тăсăлаççĕ. Халĕ хĕрсех  Аслă Чемен ял масарĕнче çĕнĕ çурт лартас ĕç вĕрет. Çавăн пекех масар таврашĕнчи çула тикĕслеççĕ, тăпра турттарса якатаççĕ. 

 Фоторепортаж



03 июня 2021
15:20
2021 год
Поделиться