Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ултавлă ĕç малашлăх шанăçĕ пулаймĕ

Район администрацийĕн специалисчĕсемпе район прокуратурин, "Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕн Патăрьел районĕнчи пайĕн, налук инспекцийĕн сотрудникĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи предпринимательсем, харпăр хăй ĕçĕпе тăрăшакан хуçасем работниксене саккунлă майпа, килĕшỹпе ĕçе йышăннине, çавна май уншăн мĕн пур йышши налуксене тỹлесе тăнине тĕрĕслес тĕллевпе рейд ирттерчĕç. Çак тĕллевпе Патăрьелĕнчи 10 суту-илỹ предприятийĕнче пулчĕç, сутуçăсемпе ĕç килĕшĕвне тунипе паллашрĕç, йĕркене пăснă 4 тĕслĕхе тупса палăртрĕç. Рейд вăхăтĕнчех служба представителĕсем предпринимательсене Ĕç законодательствине çирĕп пăхăнса ĕçлемеллине ăнлантарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА
Аавнгард



01 июня 2021
11:17
Поделиться