Шупашкарти микрорайонти бульвар Лев Кураков ячĕпе хисепленĕ

 ИРТНĔ çулхи раштав уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă Лев Кураков ăсчах-экономиста, хисеплĕ ентешĕмĕре асра тытса Шупашкарта та, Патăрьелĕнче те урамсен ячĕсене пама йышăнни пирки "Авангард" хаçатра пĕлтернĕччĕ. Халĕ, акă, тĕп хуламăрти "Университет" микрорайонĕнчи бульвара И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш паташалăх университечĕн ректорĕ пулнă Лев Пантелеймонович ятне пама йышăннă. ЧПУна вăл 19 çул (1990 - 2009) ертсе пынă.

Авангард



01 июня 2021
11:11
Поделиться