Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван чĕлхе - халăхăн мăнаçлăхĕ

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче Пĕтĕм тĕнчери шкул ачисен "Чăваш чĕлхи - тăван чĕлхе" олимпиади иртрĕ. Унта Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти 9 класра вĕренекен Ксения Степанова тата 10 класри Екатерина Матвеева (ертỹçи Светлана Никитина), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 11 класри Татьяна Юрмина (ертỹçи Нина Павлова) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 11 класри Юлия Васильева (ертỹçи Нина Павлова) призерсен йышне кĕчĕ.

Çавăн пекех вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхине вĕренекен ачасем те явăçрĕç олимпиадăна. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 9 класри Юлия Муллинăпа 11 класри Юлия Мальцева (Наталия Путякова, Светлана Солдатова) - призерсем.

А. ИВАНОВА

Авангард



28 мая 2021
13:54
Хроника мероприятий
Поделиться