Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шыва кĕмелли вырăнсене тĕрĕсленĕ

КỸЛĔ, çырма таврашĕ хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмасан инкек-синкек те кăтартма пултарать. Шыва кĕмелли çуллахи тапхăрта теветкеллĕх уйрăмах пысăк. Çакнашкал синкерлĕхрен асăрханас тĕллевпе Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав службин водолазĕсем районта çулсеренех çынсем шыва кĕме çỹрекен кỹлĕсемпе пĕвесен тĕпне, тарăнăшне тĕпчеççĕ. Çак кунсенче унти специалистсем Патăрьел, Тăрăн, Турхан, Первомайски ял тăрăхĕсенчи - Треньелĕнчи, Патăрьелĕнчи, Турханти тата Сителти пĕвесене - тĕрĕсленĕ. Çуллахи шăрăх çанталăкра пĕлмен кỹлĕре шыва кĕме юрамасть. Уйрăмах ачасене кун пирки çирĕп асăрхаттармалла, вĕсене хăйсем тĕллĕн çеç шыв хĕррине ямалла мар. Аслисен те шыва кĕнĕ чухне мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла.

 

 

Авангард



28 мая 2021
14:02
Хроника
Поделиться