Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Купăсçăсен "Салам" ансамблĕ Елчĕксене те тĕлĕнтернĕ

ÇАК кунсенче Елчĕк районĕнчи Тỹскелти культурăпа кану центрĕнче "Янра, хут купăс!" уçă фестиваль-конкурс иртнĕ. Культура мероприятине тавра районсемпе пĕрлех Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Владимир Верликов ертсе пыракан купăсçăсен "Салам" ансамблĕ те хутшăннă. Сцена çине тухакан пултарулăх ушкăнĕсене ултă номинаципе хакланă. Патăрьелсен "Салам" ушкăнĕ ансамбльсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Конкурсра В. Семенов 1 степеньлĕ, М. Амерхановпа Н. Стефейкин - 2, А. Гаврилов 3 степеньлĕ лауреатсен ятне çĕнсе илнĕ.

 

Авангард



28 мая 2021
13:59
Хроника мероприятий
Поделиться