Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Янăрарĕ юлашки шăнкăрав

Районти 21 вĕрентỹ организацинче 2020-2021 вĕренỹ çулĕнче 4140 ача пĕлỹ пухрĕ. Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче 550 студент вĕренчĕ. Майăн 21-мĕшĕнче тăххăрмĕш класа çỹренĕ 372 тата вун пĕрмĕшĕнчен вĕренсе тухакан 182 ачашăн шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ.

 Вĕренỹ çулĕ вĕçленнĕ ятпа ирттерекен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн уяв линейкине район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн малтанхи электронлă сасăлавне хутшăннă тулли мар яваплă "Чăвашгоснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, шкул директорĕ Наталья Андреева, ытти официаллă хăнасем хутшăнчĕç.

Вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен аттестата илме кунта 103 каччăпа хĕр хатĕрленеççĕ. Тăххăрмĕш классенчен 47 ача вĕренсе тухать.

- Кашни çыннăн пурнăçĕнче асра юлмалли самант çакă. Умра - экзаменсем, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илесси. Хăвăр вăйăра, пултарулăхăра шанса, пуçарулăхăра мала хурса утăр. Чылайăшĕ мĕнле професси суйласа илессине палăртнă ĕнтĕ. Çамрăксенче пысăк шанăç пирĕн. Çĕршыв пуласлăхĕ те сирте. Шансах тăратпăр, чылайăшĕ тăван кĕтесĕн ырă йăлине малалла тăсма вырăнта юлса пире татах та мăнаçлантарĕ",- терĕ выпускниксене саламласа Светлана Чернова.

Сăмах илнĕ Николай Малов, Валерий Антонов, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Николай Яковлев, Николай Ялуков, Наталья Андреева, пуçламăш класра вĕрентнĕ, класс ертỹçи пулнă учительсем, ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем те пурнăç çулĕ çине тухакансене ырă сунчĕç.

Паллă куна асра тытса Вĕрентекен палăкĕ патне хăнасемпе выпускниксем каштан хунавĕсене лартрĕç.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкултан вара 11 класран - 10, 9-мĕшĕсенчен 42 ача вĕренсе тухаççĕ. Выпускниксене юлашки шăнкăрав уявĕ ячĕпе тулли мар яваплă "Чăвашгоснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи Николай Яковлев, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, шкул директорĕ Людмила Лялина тата ыттисем саламларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем те пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем пек харсăр пулма сăмах пачĕç.

Выпускниксем вĕрентекенсене тăрăшуллă ĕçшĕн, ашшĕ-амăшне тивĕçлĕ воспитани парса ỹстер- нĕшĕн тав турĕç.

Шăнкăртамри Э. Феизов професор ячĕллĕ вăтам шкултан вĕренсе тухакан 10 ача хăйĕн малашлăх çулне палăртнăпа пĕрех. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытса аслă шкулсене вĕренме кĕресшĕн. Ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăнăçу сунса вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р. Ямалетдинов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Валитов, М.Хайбуллов хазрат, обществăлла канаш членĕ И. Мифтахутдинов, шкул директорĕ С.Калайбашева тата ыттисем саламларĕç.

 Чи лайăх вĕрентекене, класс ертỹçине, вĕренекенсене тĕрлĕ номинаципе чысларĕç. Олимпиадăсен çĕнтерỹçисемпе призерĕсене те саламларĕç.

 Первомайскинчи вăтам шкулти 11 класран 8 ача вĕренсе тухать. Вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренỹ çулĕн пĕтĕмлетĕвне шкул директорĕ В.Чернышев турĕ. Хастарсене грамотăсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.

Пурнăç çулĕ çине тăракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В. Львов, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Федоров, Сергий Пегасов протоиерей тата ыттисем саламларĕç.

 Д.Матюшкин выпускникпа пĕрремĕш класри В.Землемерова юлашки шăнкăрав янăраттарчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



25 мая 2021
10:27
Хроника мероприятий
Поделиться