Валентин Никитин баянист пĕччен концерт йĕркеленĕ

ÇАК кунсенче Патăрьелĕнчи ачасен искусство шкулĕнчи халăх инструменчĕсен уйрăмĕн выпускникĕ Валентин Никитин Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Шакин ертсе пынипе хăй пĕччен баянпа каласа концерт кăтартнă. Владимир Ильич хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, выпускниксем кун пек творчество каçне йĕркелени искусство шкулĕнче халиччен пулман. Тăхăр çул юрă-ташă кĕввине тĕрлĕ инструментпа калама хăнăхнă каччă концертра чăваш тата вырăс халăх юррисен илемлетнĕ вариацисене, классика, эстрада юррисене ăста шăрантарнă. Баян вăрттăнлăхне алла иличчен Валентин пĕрремĕш класра пианинăпа (преподавателĕ Вероника Макарова), каярахпа аккардеонпа (преподавателĕ Галина Рубцова) калама вĕреннĕ, районта иртекен концертсене хутшăннă. Сăмах май каласан, В. Никитин малашне çемье династине малалла тăсма ĕмĕтленет. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта нумай çул музыка учителĕнче тăрăшакан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Никитин - ывăлĕшĕн ырă тĕслĕх.

Авангард



25 мая 2021
10:24
Хроника мероприятий
Поделиться