Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп хулари чăвашсен те туслăхĕ çирĕп

Мускаври чăвашсен ентешлĕхĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине тата спортпа туслă пулассине анлăн сарас тĕлĕшпе аван ĕçлет. Спортăн тĕрлĕ енĕпе командăсем йĕркелесе массăллă мероприятисем ирттерет. Акă, çак кунсенче Царицын хулинче футбол ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Патăрьел, Елчĕк, Канаш, Тăвай, Йĕпреç районĕсен, Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командисем хутшăнчĕç. Ăмăртăва Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 76 çул çитнине халалланă. Чăваш халăхĕн йăли-йĕрки упраннине палăртмалла çакăнпа. Республика тулашĕнче пурăнакансем туслă çыхăнура пулни те сисĕнет. Спорта юратни вĕсене Мускавра пулсан та тĕл пулма май парать. Вăйăра Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди çĕнтернĕ. Пирĕн район каччисемпе арĕсем - виççĕмĕш вырăнта (капитанĕ Андрей Моисеев).

А. ИВАНОВА.

Авангард



25 мая 2021
10:38
Хроника мероприятий
Поделиться