Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрлештернĕ урока Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкне халалланă

ТУТАР Сăкăтĕнчи вăтам шкул коллективĕ Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăка пысăк хастарлăхпа хутшăнать. Педагогсем вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех ачасемпе тĕрлĕрен мероприяти, класс сехечĕ ирттереççĕ, вăрçă историйĕ тата унăн паттăрĕсем пирки калаçусем, тĕл пулусем йĕркелеççĕ.

Çак кунсенче çеç пиллĕкмĕш класра математика, музыка тата технологи вĕрентекенĕсем - Рамия Сабитова, Лилия Хасянова тата Лейсан Насертдинова - Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансем пирки хăйсен предмечĕпе çыхăнтарса пĕрлештернĕ урок йĕркеленĕ. Вĕренекенсемшĕн хỹтĕлев чиккисен строительствин историйĕ, унпа çыхăннă цифрăсем питĕ кăсăклă пулнă. Ачасем урокра вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене аса илни мероприятие тата пуянлатнă.

Авангард



25 мая 2021
10:22
Публикации
Поделиться