Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел волейболисчĕсем - Суперкубок хуçисем

Юлашки çулсенче массăллă спорт тĕсĕсенчен пĕри - волейболла вылясси - республикăра та, районта та анлă сарăлса пырать. Кăçал шкул ачисем хушшинче мала тухассишĕн йĕркеленĕ волейбол лигинче (12-мĕш хут йĕркеленĕ) республикăри хуласемпе районсенчен 16 пин ача хутшăнни те çакнах çирĕплетсе парать. Ăмăрту питĕ çивĕч кĕрешỹре иртнĕ. Финала арçын ачасемпе хĕр ачасен тăватă команди тухнă.

Шкул ачисен чемпионатĕнче ял командисем хушшинче финалта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хĕр ачасен тата арçын ачасен командисем (тренерĕсем Юрий Васюткинпа Дмитрий Сегов) çĕнтернĕ. Çакă, паллах, Патăрьел районĕшĕн пысăк чыс. Суперфинал вăййи те пирĕн районти арçын ачасен командишĕн çăмăл иртмен. Волейбол уйĕнче çамрăк волейболистсен Çĕнĕ Шупашкар спортсменĕсемпе пысăк ăсталăхпа выляма тивнĕ. Положенипе килĕшỹллĕн чемпионатра хула тата ял командисем хушшинчи çĕнтерỹçĕсем Суперкубокшăн тупăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти волейболистсем пысăк ăсталăх кăтартнă, хăйсемпе тупăшакан Çĕнĕ Шупашкар хула командине 2:1 шутпа выляса илнĕ. Хĕрачасенчен вара Çĕнĕ Шупашкарти гимназири хĕр ачасен волейбол команди Суперкубока тивĕçнĕ.

 Волейбол чемпионачĕн çĕнтерỹçисене РФ Патшалăх Думин Финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Республикин физкультура тата спорт министрĕ Василий Петров, регионти волейбол федерацийĕн председателĕ Юрий Кислов тата ытти хăнасем тивĕçлĕ медальсемпе дипломсем, Кубоксемпе хаклă парнесем парса чыс тунă.

(Хамăр корр.).



25 мая 2021
10:31
Поделиться