Малалла патвар утар!

Çак кунсенче Шупашкарти маунтинбайк центрта спортпа туслă аслă çулхи хастарсем хушшинче фитнес-аэробика енĕпе "Вăрăм ĕмĕр-пирĕн алăра" фестиваль иртрĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Татьяна Торговцева ертсе пыракан ушкăн хỹтĕлерĕ. Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче йĕркеленĕ фитнес клуба 60 çултан аслăрах ветерансемпе пенсионерсен пĕрлĕхĕн членĕсем çỹреççĕ. Вĕсенчен чи асли - Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмин. Çавăн пекех команда чысне Ольга Гусарова, Надежда Кузнецова, Надежда Исаева, Луиза Спинова, Альбина Егорова, Полина Логунова, Нина Мазякова хỹтĕлерĕç, фестивальте пăхăр медаль çĕнсе илчĕç, диплома тивĕçрĕç.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



25 мая 2021
10:36
Хроника мероприятий
Поделиться