"Хĕвеллĕ" уçланкă уява чĕнет

Патăрьел районĕнче пурăнакансен ырă йăли-йĕркине упраса халăх хушшинче сарас тĕллевпе "Хĕвеллĕ" уçланкăра 2021 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче ачасен 16-мĕш "Акатуй-Сабантуй", июнĕн 13-мĕшĕнче 69-мĕш хут "Акатуй-Сабантуй" уявĕсене ирттерме палăртнă. Вĕсене хатĕрленсе ирттермешкĕн район администрацийĕн 2021 çулхи майăн 13-мĕшĕнче кăларнă 366-мĕш хушăвĕпе килĕшỹллĕн йĕркелỹ комитечĕ туса хунă. Ĕçлĕ ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пырать.

Авангард



25 мая 2021
10:21
Хроника информаций
Поделиться