Вăрăм ĕмĕр - хамăр алăра

Вăрăм ĕмĕр - хамăр алăра

Çак кунсенче Шупашкарти маунтинбайк центрта спортпа туслă аслă çулхи хастарсем хушшинче фитнес-аэробика енĕпе «Вăрăм ĕмĕр – пирĕн алăра» фестиваль иртрĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне Татьяна Торговцева ертсе пыракан ушкăн хÿтĕлерĕ. Патăрьелĕнчи «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕ çумĕнче йĕркеленĕ фитнес клуба 60 çултан аслăрах ветерансемпе пенсионерсен пĕрлĕхĕн членĕсем çÿреççĕ. Вĕсенчен чи асли - Тури Туçара пурăнакан Валерий Салмин. Çавăн пекех команда чысне Ольга Гусарова, Надежда Кузнецова, Надежда Исаева, Луиза Леонтьева, Альбина Егорова, Полина Логунова, Нина Мазякова хÿтĕлерĕç, фестивальте пăхăр медаль çĕнсе илчĕç, диплома тивĕçрĕç.



24 мая 2021
13:31
Поделиться