Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитмен ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтереççĕ

РАЙОНТИ халăха ĕçпе тивĕçтерекен пайăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - çул çитмен ачасене (14-18 çул) вăхăтлăх ĕç тупса парасси. Çавăнпа та вĕсем районти вĕрентỹ учрежденийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх та ачасене хавхалантарма пысăк тимлĕх уйăрать. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен пай начальникĕ Наталия Дружинина хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх 2021 çулта çул çитмен 600 çамрăк гражданина вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерме республикăран 429200, вырăнти бюджетран 282000 тенкĕ уйăрнă. Ку таранччен Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи вĕрентỹ учрежденийĕсенчи 294 ача валли вăхăтлăх ĕç тупнă. Çак ыйтупа уйрăмах Хирти Пикшикри, Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулсем кăтартуллă ĕçленине палăртмалла. Вĕренекенсем ытларах территорисене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеççĕ, шкул çумĕнчи участоксенче тăрăшаççĕ.

Авангард



21 мая 2021
15:58
2021 год
Поделиться