Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Орден медалĕпе наградăланă

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн 2021 çулхи майăн 18-мĕшĕнче кăларнă 293-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл тата культура йăли-йĕркине упраса аталантарас тĕлĕшпе тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Раççейри мăсăльмансен тĕн Пухăвĕн пуçлăхне, "Московский Муфтият" Тĕп регионти тата Мускаври мăсăльмансен тĕп управленийĕн муфтине Альбир Крганова "Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" II степеньлĕ орденăн медалĕпе наградăланă. Альбир Рифкатович пирĕн ентеш, Шăнкăртамра çуралса ỹснĕ.

Авангард



21 мая 2021
16:04
Поделиться