Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хусанти ăмăртуран çĕнтерỹпе таврăннă

 ЮЛАШКИ çулсенче пирĕн районти урхамахсем республика ăмăртăвĕсенчен çеç мар, Раççей шайĕнчи тупăшусенчен те çĕнтерỹпе таврăннни савăнтарать. Лаша спорчĕ çултан-çул вăй илсе пырать. Акă, çак кунсенче çеç Хусанти ипподромра Г. Жуков маршала хисеп туса юрха лашасем старта тăнă. Патăрьелсем унти ăмăртуран та çитĕнỹпе таврăннă. Алексей Краснов наездник нумай çĕрте палăрнă "Победитель" урхамахĕпе 1600 метра чупса 2 минут та 3 секунд вăхăтпа иккĕмĕш, Валерий Краснов ентеш вара тепĕр ушкăнпа 2 минут та 5 секундра финиша иккĕмĕш кĕнĕ. Майăн 9-мĕшĕнче районта иртнĕ тупăшура "Çĕнтерỹ кубокне" тивĕçнĕ "Марс" (наездникĕ - Николай Пыркин) тăваттăмĕш вырăнта.

Авангард



21 мая 2021
16:00
Хроника мероприятий
Поделиться