Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акасси вĕçленсе пырать. Ĕнерхи куна 12036 гектар (97,5 процент) никĕсе хывнă. .

"Красное Знамя", "Звезда", "Исток" хуçалăхсенче выльăхсене валли апат хатĕрлеме куккурус акма пуçăннă, 320 гектарта ĕçе вĕçленĕ. .

"Красное Знамя" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕр улми лартса пĕтернĕ, "Батыревский", "Исток", "Весна", "Корма" хуçалăхсенче, Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕнче "иккĕмĕш çăкăр" анинче техника ĕçлет. Майăн 17-мĕшĕ тĕлне 250 гектар (40 процент) лартнă. ..Сахăр кăшманĕн вăрлăхне 120 гектар (40 процент) акнă.

.Пысăк тухăç илес тесен акнă-лартнă культурăсене вăхăтра гербицидпа тата чир-чĕртен хими препарачĕсемпе сапмалла. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çум курăкпа тата ытти хỹтĕлев мелĕсемпе ĕçлеме пикеннĕ.

Авангард



19 мая 2021
12:03
Публикации
Поделиться