Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушартан çирĕп асăрханмалли тапхăр пырать

ХАЛЬХИ вăхăтра урамра типĕ те шăрăх çанталăк тăрать. Республикăра пушар хăрушлăхĕн 3 класĕ тесе палăртнă. Районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем уйрăмах вăрман çывăхĕнчи ялсенче вут-кăвар инкекĕнчен асăрханас тĕллевпе халăхпа тĕл пулса калаçусем ирттереççĕ. Çак кунсенче Раççей МЧСĕн тĕп управленийĕн надзор тата профилактика мероприятийĕсем йĕркелекен Чăваш Республикинчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ, шалти ĕçсен службин подполковникĕ Александр Игнатьев Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулнă май Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕнче пушар хăрушлăхĕн тапхăрне, Пăла вăрман хуçалăхĕн участокĕнче вут-кăвар инкекне парăнтарма мĕнлерех хатĕр пулнипе кăсăкланнă, ирĕклĕ пушар командисен ĕçĕпе паллашнă. Ведомство представителĕ çуркуннехи-çуллахи тапхăрта вăрман çывăхĕнчи çĕр хуçисен пушар хăрушлăхĕнчен асăрханса вĕсене сухаламаллине те çивĕчлетсе хăварнă

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Инкеке парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах. Хальхи вăхăтра пушартан сыхă тăрасси пурин тивĕçĕ те. Вут-çулăм алхасма пуçланине асăрхасанах "01" номерпе пулăшу службине, кĕсье телефонĕнчен 101 тата 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Авангард



19 мая 2021
12:06
2021 год
Поделиться