"Орленокпа" "Зарница" хăйĕн ытамне чĕнчĕç

 Ỹссе çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çамрăксене çар службине хатĕрлес, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе районта финалти "Зарница" тата "Орленок" вăйăсем иртрĕç. Вăйăсене 150 ытла çамрăк армеец хутшăнчĕ.

52-мĕш хут иртекен ăмăрту пĕтĕмлетĕвне тума район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова, вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, Раççей Федерацийĕнчи Хĕçпăшаллă Вăйсен ветеранĕсен канашĕн председателĕ Сергей Шадиряков хутшăнчĕç.

Ăмăртусемпе конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Орленоксен" хушшинче пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, виççĕмĕшне Первомайскинчи вăтам шкулсен командисем тухрĕç.

"Зарницăра" вара каллех пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, иккĕмĕшне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам, виççĕмĕшне Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен командисем йышăнчĕç.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе парнесем пачĕç. Çĕнтерỹçĕ командăсен район чысне июнĕн 18-20-мĕшĕсенче республикăра иртекен финалти ăмăртусенче чыслăн хỹтĕлемелле пулать.

А. ИВАНОВА

Авангард



19 мая 2021
12:04
Хроника мероприятий
Поделиться