Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Чеменпе Тури Чакăра пурăнакансем масарсене тирпейлеме тухрĕç

Ялти чи таса та сăваплă вырăнсенчен пĕри масар шутланать. Çавăнпа та асăннă вырăнсене тирпейлесе тăрасси  ял тăрăхĕнче пурăнакан  кашни çыннăн тивĕçĕ. 

Иртнĕ канмалли кун Аслă Чемен ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕр шухăшлăн пулса Аслă Чементи тата Тури Чакăри масарсене тирпейлеме тухрĕç.  Аслă Чементе йĕркеленĕ субботника  ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Чегаев, ял старости Валерий Тимошкин ертсе пычĕç. Тури Чакăра пурăнакансем те кирек епле ĕçе те ушкăнпа  пурнăçлаççĕ. Кунта та  вĕсем Натлия Сорокина ял депутачĕ ертсе пынипе  йышлăн пуçтарăнса тухрĕç.

Палăртнă кун ырă ĕçе 80 çынна яхăн хутшăнчĕ.   Вĕсем масарсем çинчи  çÿп-çапа, ÿссе кайнă курăка пуçтарчĕç, çамрăк хунавсене касса тракторпа палăртнă вырăна турттарчĕç. 

Ял  тăрăх пуçлăхĕ Александр Чегаев старостăпа депутатсене,  ял çыннисене пĕлтерĕшлĕ ĕç тунишĕн  тав турĕ, çитес канмалли кунсенче те субботниксем иртессине палăртрĕ.

Фоторепортаж



17 мая 2021
14:20
2021 год
Поделиться