Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Район хирĕсенче ĕç шавĕ вăйланса та вăйланса пырать. Çурхи кун çулталăк тăрантарать, çакна яланах асра тытаççĕ Патăрьелсем. Çавна май яваплă тапхăра кĕске вăхăтра вĕçлессишĕн тăрăшаççĕ. ..

Ĕнерхи куна, майăн 13-мĕ- шĕ тĕлне, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 10018 гектар е палăртнин 81 процентне акнă. Çурхи тулă 4020 гектар, урпа - 4298, сĕлĕ - 1470, пăрçа 230 гектар никĕсе хывнă. "Исток" çĕр ĕç фирми, "Красное Знамя", "Весна", "Тойсинская", "Родина", "Сидели", "Звезда" хуçалăхсем, А. Петров, Н. Федоров, Л. Семенов, В. Кузнецов, Э. Шайкина, Т. Ермолаева фермер хуçалăхĕсем тырă акса пĕтернĕ. .

Çĕр улми кăçал 620 гектар йышăнмалла. "Иккĕмĕш çăкăра" "Батыревский", "Исток", "Красное Знамя" хуçалăхсенче лартма пуçăннă, 150 гектарта ĕçе вĕçленĕ. .

"Исток" çĕр ĕç фирми çулленех сахăр кăшманĕ çитĕнтерет. Хуçалăхра ăна та акма тухнă. .

Патăрьелсем республикăра вăрлăх сухан туса илнипе палăрса тăраççĕ. Ăна 392 гектар (89 процент) никĕсе хывнă. .

"Барс" пĕрлешỹ тата "Колос" çĕр ĕç фирми хĕвел çаврăнăш çитĕнтерме палăртаççĕ, çавна май унăн вăрлăхне акма пикеннĕ.

Сăмах май, çак культура планпа килĕшỹллĕн кăçал районĕпе 560 гектар йышăнмалла, 130 гектар никĕсе хывнă. .

Кĕрхи çĕртмене 13 пин гектар ытла сỹреленĕ, 9332 гектар культиваци тунă. . Нумай çул ỹсекен курăксене 270 гектар акнă.

Авангард



16 мая 2021
14:45
Публикации
Поделиться