Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мобильлĕ ушкăнсем хăйсен ĕçне хавшатмаççĕ

РАЙОНТА коронавирус инфекцийĕнчен еплерех асăрханассине тĕрĕслес шутпа йĕркеленĕ мобильлĕ ушкăнсем кашни кунах суту-илỹ магазинĕсене, çын йышлă пулакан вырăнсене тухса çỹреççĕ. Группăсем район центрĕнче çеç мар, ял тăрăхĕсенче те тĕрĕслевсем ирттереççĕ. Акă, çак кунсенче çеç Алманчă, Сăкăт, Кзыл Чишма поселенисенчи 15 объектра, çавăн пекех Алманчăпа Сăкăтри шкулсенче усал чир сарăласран хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннипе кăсăкланнă, çынсемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттернĕ. Сăмах май каласан, майăн 11-мĕшĕ тĕлне пурĕ районта коронавирус инфекцийĕпе чирлĕ 419 çынна шута илнĕ. Вăл шутра 11-шĕ халĕ шăпах сиплев илет. Районта коронавирусран хỹтĕленсе вакцинаци тăвас ĕç малалла пырать.

Авангард



16 мая 2021
14:36
Публикации
Поделиться