Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Пашьел чиркĕвĕнче - Феодор епископ

 Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор Сретения Господня ячĕллĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи чиркỹре литурги кĕлли ирттерчĕ. Унпа пĕрле епархийĕн III округ благочиннăйĕ, çветуй Троица ячĕллĕ Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей, Сретения Господня ячĕллĕ Пăлапуç Пашьелĕнчи чиркỹ настоятелĕ Иоанн Спринсян, таврари священниксем пулчĕç.

Уяв кĕллине район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Никитин, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн малтанхи электронлă сасăлавне явăçнă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков тата тулли мар яваплă "Чăвашгоснаб" пĕрлешỹ директорĕ Валерий Антонов хутшăнчĕç. Литурги кĕлли хыççăн чиркỹ йĕри-тавра Хĕреслĕ çулпа молебен иртрĕ.

Чиркỹ настоятелĕ Иоанн Спринсян иерей Феодор епископа пĕрлехи кĕлĕшĕн тав туса сывлăхшăн кастарнă просвера пачĕ. Владыка чиркĕве çỹрекенсен умĕнче сăмах каларĕ.

(Хамăр корр.).

Авангард



14 мая 2021
14:53
2021 год
Поделиться