Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ячĕ ĕмĕртен-ĕмĕре юлĕ

Лев Кураков - чăваш халăхĕн аслă вĕрентỹçи И.Я.Яковлев ĕçне малалла тăсаканĕ. Вăл Чăваш Ишек ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăлпа иртмен пулсан та Хусанти финанспа экономика институтĕнчен вĕренсе тухма мехел çитернĕ. Перекет банкĕнче экономистра, бухгалтерта, заведующинче ĕçленĕ. 1968 çултан И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вăй хунă. Малтан ассистент, аслă преподаватель, доцент, профессор, экономика теорийĕпе рынок хуçалăхĕн кафедрин заведующийĕ, 1990-2009 çулсенче ректор пулнă.

Лев Пантелеймоновича 1997 çулта Чăваш Республикин вице-президентне суйланă. Тепĕр çул Министрсен Кабинечĕн Председателĕ пулма çирĕплетнĕ. 1998-2000 çулсенче республикăри Патшалăх Канашĕн Председательне лартнă. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн председателĕ пулнă.

Л.Кураков 400 ытла наука ĕçĕ пичетленĕ. Вăл шутра 70 ытла монографи, учебник тата вĕренỹ пособийĕ.

 Ентешĕмĕре 1997 çулта «Хисеп пали», 2010 çулта «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», 2009 çулта «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» IV степеньлĕ орденсемпе, çав çулах «Наци мăнаçлăхĕ» орден çăлтăрĕпе, 2002 çулта К.Д.Ушинский медалĕпе тата ытти тĕрлĕ наградăпа чысланă. Лев Пантелеймонович Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ пулнă, Чăваш Республикин Верховнă Канашĕн депутатне суйланнă.

 Вĕрентỹшĕн сахал мар ĕç тунă Л.Кураков. Тăван ялĕнче пĕлỹ çурчĕ уçнă. Унăн ыр кăмăллăхне палăртса та пĕтереймĕн. Анчах кун-çулĕ кĕске пулчĕ.

Лев Пантелеймонович 78 çулта 2020 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче чире пула пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Ячĕ ĕмĕртен-ĕмĕре юласси куç кĕретех. Çавна май Чăваш Ишекĕнчи пĕлỹ çуртĕнче музей йĕркелесшĕн. Экспоначĕсем çителĕклех. Шăпах çав ыйтупа ирттерчĕç Патăрьелĕнчи искусство çуртĕнче çавра сĕтел хушшинчи калаçăва. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш халăх Ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ, культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, Турхан ялĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Васильев, Л.Кураковăн тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, çывăх çыннисем, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн представителĕсем, «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕн тата электронлă документацисен архивĕн ĕçченĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç

 «Халăха хисеплекен яланах телейлĕ». Çак каларăша Л. Кураков кашнийĕнчех вырăнлă усă курма тăрăшнă. Вăл чăваш халăхне юратнă, хисепленĕ, унăн малашлăхĕшĕн çуннă. Лев Пантелеймоновичăн ырă ĕçĕсем манăçа тухмĕç. Вăл халăх хисепне тивĕçлех.

Районти культурăпа кану центрĕнче çак кун ентеше халалласа ỹкернĕ «Люди-Легенды. Лев Пантелеймонович Кураков». («Халăха хисеплекен яланах телейлĕ») фильма пăхнă.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Аавнгард



29 апреля 2021
13:54
Поделиться