Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларма вăхăт

 Çуркунне çитни пуриншĕн те савăнăç. Çанталăк кунран кун ăшăтса пырать. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ỹстерме сĕтеклĕ ешĕл апат кирлине шута илсе хăш-пĕр ялта вĕсене кĕтĕве кăлараççĕ. Обществăлла выльăха та çуллахи лагере илсе тухас тапхăр пырать. Çак ĕçе специалистсен яваплăха туйса пурнăçламалла. Кĕтỹ çỹрекен вырăнсене малтан хуçалăхри зооветспециалистсемпе агрономсен тĕрĕслесе тухмалла. Лаптăка, рельефа, лагерь вырăнне, мĕнле курăксемпе апатлантарассине, шыв пуррине тата унăн пахалăхне шута илмелле.

Ял кĕтĕвĕ çỹрекен вырăнсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕсен хăйсен уйрăм комисси туса пăхса çỹремелле. Çырма-çатраллă вырăнсенче яланах çỹп-çап, усă курма юрăхсăр çĕр улми, выльăх кăшманĕ тата ытти те пур. Инкек-синкек курас мар тесен маларах тасатсан аван.

Выльăхсене кĕтĕве е çуллахи лагере кăлариччен тĕрлĕ чир-чĕре хирĕç профилактика мероприятийĕсене туса ирттермелле. Чĕрнисене, мăйрака вĕçĕсене касмалла. Хыткан та хавшак выльăхсене тулăхрах рационпа апат çитермелле, çывăхри курăк ани çине кăлармалла.

 Çуллахи вăхăтра ĕне-выльăха усрамалли чи ансат мел вăл - çуллахи лагерь. Ăна валли тикĕс, кăшт сăртлăрах вырăн суйласа илмелле. Унта ĕнесене хупмалли тăрăллă карта, профилакторипе пăрулаттаракан уйрăм, пăрусем валли хỹтлĕх, сĕт сумалли тата ĕçлекенсене кĕрсе канмалли вырăнсем пулмалла. Выльăхсене искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли тата ветеринарăн пункчĕсем кирлĕ.

Лагерьти выльăхсене валли ешĕл апат, шыв, минераллă хутăшсем çителĕклĕ пулмалла. Тăварпа хĕлле кăна мар, çулла та усă курмалла, мĕншĕн тесен чĕрĕ апатра натри сахал, кали нумай. Ăна апат çиекен çĕре тата шыв валакĕсем патне те хумалла. Шыв тытмалли савăт-сапа çителĕклĕ кирлĕ. Ĕне-выльăх шăвармалли вырăн - 1-2 çухрăм, сыснасен-_ 0,5, сурăхсемпе лашасен 3 çухрăмран аякра пулмалла мар.

Санитарипе ветеринари ĕçĕсене те манмалла мар. Сĕт сăвакан савăтсене çусах, дезинфекцилесех тăмалла. Тислĕке кăларса купаламалла.

 Кашни выльăх ушкăнне уйрăм лаптăк çирĕплетсе памалла. Курăк çинче çỹренĕ чухне вĕсем организмне белоксемпе, витаминсемпе, микроэлементсемпе пуянлатаççĕ. Хĕвел пайăркисем, уçă сывлăш, хусканусем те ырă витĕм кỹреççĕ. Выльăхран продукци илесси те ỹсет, уйрăмах çакă сăвакан ĕнесенче лайăх палăрать.

Ĕнесемпе пăрусене кĕтĕве мĕнле хăнăхтармалла-ха? Малтанхи кун 2-3 сехетрен ытла уçă сывлăшра тытмалла мар. Ешĕл курăка та майĕпен çитермелле. 10-15 кунран çеç ир пуçласа каçчен 14-16 сехет таран çỹреме юрать. Малтанхи тапхăрта симĕс курăкра усăллă витаминсем сахалрах пулнине шута илсе ĕнесене улăм, утă, минераллă хутăш, тăвар памалла.

 Выльăх-чĕрлĕхе кĕтĕве кăларнă чухне хĕвел тивесран асăрханмалла. Шăрăх вăхăтра вĕсене тăрăллă картара, çỹллĕрех, çиллĕрех вырăнта тытмалла. Ăшша уйрăмах сыснасем, сурăхсем, лашасем сисĕмлĕ.

Сăвăм, ỹт хушаслăх ỹсесси, ĕнесемпе пăрусем лайăхланасси кĕтỹçрен нумай килет. Ветеринари специалисчĕсен вĕсене пĕрремĕш пулăшу пама та вĕрентмелле.

Кĕтĕве е çуллахи лагере выльăхсене вăхăтра кăларни продуктивлăха ỹстернипе пĕрлех пăрусене тĕреклĕ çитĕнме май парать. Çавăн пекех çулла витесене çитес хĕл валли те юсаса хатĕрлемелле. Дезинфекцилеме тата ытти ĕçсене пурнăçлама районти ветеринарипе санитари отрячĕ пулăшма пултарать.

П. ЕФИМОВ, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ

Авангард



29 апреля 2021
14:01
2021 год
Поделиться