Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Утатпăр - сывлăхлă пулатпăр

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче тата Пĕтĕм Раççейри "Сывлăхлă пул!" акципе килĕшỹллĕн районта "Пурнăçшăн 10000 утăм" мероприяти иртрĕ. Акцие хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Турханти пĕтĕмĕшле практика врачĕн тухтăрĕ Анатолий Кольцов саламларĕç.

"Паянхи мероприятипе эпир район халăхĕн ытларах пайне сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине тата ытларах хускану тăвассине мала хума явăçтарасшăн. З маршрут йĕркеленĕ: аслисем, çитĕннисем, ачасем валли",- терĕ Светлана Алексеевна.

Çитĕннисемпе шкул ачисем Тăрăн ялĕнчен пуçласа Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр трассине çитрĕç. Аслисем Сăкăт ял тăрăхĕнчи вăрман уçланкине тухрĕç. Патăрьелĕнчи "Сказка", "Центральный", Солнышко", "Василек" ача садне çỹрекенсем хаваслă вăйăсене, музыка флешмобне явăçрĕç. Ача сачĕсенчен пуçласа искусство шкулĕн çурчĕ умне утса тухрĕç.

Чылай ял тăрăхĕнче "Пурнăçшăн 10000 утăм" акцие кăмăлтан явăçрĕç. Унта хутшăнакансем хăйсен сывлăхне çирĕплетмешкĕн çакăн чухлĕ утма пултарнине кăтартса пачĕç, спорт занятийĕсем валли вăхăт уйăрма май тупаççех вĕсем. Акци кашнийĕшне хавхалану, савăк кăмăл кỹчĕ, ырă асаилỹсем хăварчĕ.

Апрелĕн 6-мĕшĕнче Кзыл Чишмари ваттисен çуртĕнче пурăнакансем акцие хутшăнса ялпа утрĕç.

Сывлăха çирĕплетме кашнийĕ пултарать-çке. Хавшакраххи те çынпа хутшăнни кăмăллă.

"Пурнăçшăн 10000 утăм" проекта тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн сĕнĕвĕпе йĕркеленĕ. Аслисем хусканура пуласса шута илнĕ, паллах.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



09 апреля 2021
09:55
Хроника мероприятий
Поделиться