Шыв-шур типет, тирпейленме хистет

ИРХИНЕПЕ каçхине çанталăк сивĕрех пулин те, çуркунне вăй илсех пыни куç умĕнче. Вырăн-вырăнпа çĕр сийĕ типшĕрме те ĕлкĕрчĕ. Апла пулсан юр айĕнчен тухнă çỹп-çапа, ăпăр-тапăра пуçтарма, тирпейлеме, субботниксем йĕркелеме те вăхăт çитрĕ. Хăнăхнă йăлапа ял тăрăхĕсенче урамсене, тăкăрлăксене, çуртсем, социаллă культура объектсем умне тирпейлеççĕ, масарсем çинче, палăксем йĕри-тавра тасатаççĕ. Анчах та çырма-çатрана, шыв юхакан пăрăхсен таврашĕсене хыт-хураран, ашкăрса кайнă тĕмсенчен тасатмаллине шута та хумаççĕ темелле. Çак кунсенче районта çурхи шыв-шур тапхăрĕнчи хăрушлăха сирес тĕлĕшпе тимлекен комисси вырăнсене тухса тĕрĕслевсем ирттернĕ чухне шăпах çак çитменлĕхсене асăрхаттарса хăварнă. Апла пулсан субботниксем ирттермелли плана территоринче вырнаçнă шыв объекчĕсене тата ун таврашне тирпей- илем тумаллине те кĕртмелле.

Авангард



09 апреля 2021
09:50
2021 год
Поделиться